Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кивӗ Катек пуҫламӑш шкулӗ

Кивӗ Катек шкулӗКивӗ Катек шкулӗКивӗ Катекре вырнаҫнӑ шкул. Шкул ҫумӗнче пӗчӗк ачасен сачӗ пур. Халӗ шкулта (2005) 29 ача вӗренет. Ача сачӗпе пӗрле шутласан — 64 ача.

Шкул историйӗ

Чӗмпӗр еперхиӗнчи хутсем тӑрӑх ӑна 1895 ҫулта уҫнӑ. Шкула 1887 ҫулта уҫнӑ тесе калакан архив хучӗсем те пур. Шкул «хута вӑренмелли шкул» ятлӑ пулнӑ.
Пӑва уесӗн земство пухӑвӗнчи 1904 ҫулхи ларусен журналӗнче кунта 20 арҫын ача тата 1 хӗрача вӗренни ҫинчен пӗлме пулать. Ҫавӑнтах ҫитес ҫулсенче 40 ача вӗренмелли училище уҫас шухӑш пурри ҫинчен ҫырни пур.

Паллӑ ҫыннисем

Шкул кун-ҫулӗнче Напёрсткина Пелагея Матвеевна тата ку шкулта 26 ҫул ытла ӗҫленӗ Владимиров Виталий Владимирович самай йӗр хӑварнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-30 14:16:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2120 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем